Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патӑрьел (Ҫӗрпӳ районӗ)

Патӑрьел
Ӗлӗкхи вӑхӑтра пирӗн яла таврари ҫынсем Паттӑр ял тенӗ. Ҫак ялта пуянтарах ӗҫекен ҫынсем пулнӑ. Ҫав ҫынсем пӗрмаях тунти кун пулакан пасара ҫӳренӗ. Пасарта вӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те ытти ялсемпе вӑрҫма тапратнӑ. Ҫав вӑрҫнӑ чух пирӗн ялсем ытти ялсене пӗтӗм пасарӗпех салатса тӑкнӑ. Паллӑрах хирӗҫ тӑракан ҫынсене шыва та сиктернӗ. Ҫакӑнтан вара пирӗн яла Паттӑряль тенӗ. Тата ялта ҫӑка йывӑҫ нумай ӳснӗрен Ҫӑкалӑх Паттӑряль тенӗ. Тата ялта ҫӑка йывӑҫ нумай ӳснӗрен Ҫӑкалӑх Патӑрьел тенӗ.

– ЧПГӐИ ӐА, I, 569, 7002, 113. Элле фончӗ.

Патӑрьел
Паттӑрялӗн ячӗ ҫав яла пуҫаракан чӑваш ялӗнчен пулнӑ. Паттар ятлӑ чӑвашан йӑхӗ ӗрчесе пысак йыш пулса кайнӑ. Ҫав йыш ҫӗнӗ ялсене ларта-ларта ҫирӗм сакӑр яла ҫитернӗ. Ҫав ялсене ушкӑнӗпе Паттӑрялсем тее пуҫланӑ. Ҫав хушӑрах ҫав ялсен кашнин уйрӑм ятсем пулса тӑнӑ. Тӗп Паттӑряльне вӑл ялта пур 28 ял вали чиркӳ лартнӑ пирки ытти Патӑреляӗнчен уйӑрмашкӑн Чирӗклӗ Паттӑряль тее пуҫланӑ. Вырӑсла вӑл яла XVII ӗмӗртех Богатырево тенӗ, документсем ҫине ҫав ятпах ҫырнӑ.
Комиссаров, 494 с.


Патӑрьел
XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Патӑрьел ят паллӑ пулнӑ, XVI ӗмӗрте, Иван Грознӑй Хусана илнӗ вӑхӑтра вырӑс халӑхӗпе пӗрле тутарсене хирӗҫ ҫапӑҫни те пулкаланӑ.
Патӑрьелне Салтыганово тенӗ. Ун пирки ҫакӑн пек халап ҫӳрет. Пурӑннӑ тет карчӑкпа старик , вӗсен пӗр ывӑл пулнӑ. Ҫав ача ҫав тери кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна Паттӑр (Батыр) тесе чӗннӗ. Вӑл ӳссе ҫитне , ӑна авлантармалла пулнӑ. Пӑттӑр каччӑ валли хӗр те тупӑнман тет. Хӗр шырама вӑл Платка ятлӑ яла каять. Платка яленче ( ӑна вырӑнта Тептекасси ялӗ теҫҫӗ) пӗр ватта юлнӑ, патвар, сарлака хул-ҫурӑмлӑ хӗр пурӑннӑ. Ӑна Тепте тесе чӗннӗ. Вӑл яланах тапак шӑршланӑ, арҫын ӗҫне пурне те тунӑ. Паттӑрпа Тепте пӗр-пӗрне килӗштереҫҫӗ. Анчах пиччӗшсемпе шӑллӗсем ӑна Паттара качча парасшӑн пулман, ҫавӑнпа унӑн туприне пӗтӗмпех пытарса хунӑ тет. Тепте ҫапах Паттӑра качча тухнӑ-ха. Япалисене ялтан илсе тухна чух кӗҫӗн кинӗ пӗлтернипе Тепте лавне чараҫҫӗ тет. Вара Тепте питӗ ҫилленнӗ тет, урапа ҫинчен анчӗ тет те табакеркине кӑларать тет, хапха юпинче шаккаса ҫапла каларӗ тет:
Платка ячӗ пӗр пултӑр
Паттӑр ячӗ тӑххар пултӑр
Уран пултӑр тӑхӑр ял.
Ҫапла каласан Тепте табакеркине Паттӑра пачӗ тет. Паттӑр табакерка ӑшне пӑхать тет- унта пӗтӗмпех ылтӑн та кӗмӗл укҫа тет. «Ку камӑн укҫи вара?»- тесе ыйтать тет Паттӑрӗ. «Паянтан пуҫласа вӑл пӗтӗмпех санӑн»,- терӗ тет Тепте.
Малалла йӑлтах Тепте каланӑ пек пулса тухать. Платкан пӗртен-пӗр ача кӑна тӑрса юлать, вӑл та пулин чирлесе вилет. Платка ялӗ ӳсмен, кайран вӑл пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ. Ун вырӑнне ҫӗнӗрен ял ҫуралнӑ, ӑна Тептекасси тесе ят панӑ. Паттӑр ялӗ вара ӳссе, хутшӑнсах пынӑ. Паттӑрпа Тептен тӑхӑр ача ҫуралнӑ: Енюш, Виҫи, Актай т.ыт.те. Кӗҫӗн хӗрӗ Мамли ялтӑ ҫынна качча тухать. Кашни уйрӑм ял пуҫарнӑ. Ҫапла Паттӑрӑн ывӑлӗсемпе мӑнукӗсенчен 28 ял пуҫланса кайна, пурте Ункӑ шывӗ тӑрӑх вырнаҫнӑ, Патӑрьел ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем ҫаксем: Патӑрьел, Хурӑнсур, Шурҫырма ( анатри), Тури Шурҫырма, Ункӑсум, Шӗнер, Чатукасси, Ҫырмапуҫ, Ҫавалҫырма, Ҫӗньял Чупай, Тептекасси, Уйкас, Ҫулти Хыркасси, Аялти Хыркасси, Виҫикасси, Мамликасси, Хурӑнвар, Юлаш, Пӗчӗкял, Вӑрманкас, Актай, Пушрпуҫ, Аслӑ Тивӗш, Анатриял, Кипекҫи, Малтикас, Кӑшаркасси ( Первосеменовка), Михайловка.
1935 ҫ., ЧР Ҫӗрпӳ р-чи Патӑрьелти Л.Анисимовран С.А. Сурминапа В.В. Никшин ҫырса илнӗ. – Одюков пуххи.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:45:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4601 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем